Чӑваш патшалӑх филармонийӗ (выр. Чувашская государственная филармония) — Чӑваш Республикинчи музыка культурин тӗп учрежденийӗ. Шупашкар хулинче Президент бульварӗнчи 9-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Филармоние 1936 ҫулхи аванӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ ҫумӗнчи Ӳнер ӗҫӗсен Управленийӗн приказӗпе килӗшӳллӗн уҫнӑ. Ҫав ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн Постановленийӗпе ҫирӗплетнӗ.
Филармони никӗсӗнче 1924 ҫулта йӗркеленнӗ Чӑваш патшалӑх хорӗ (кайран вӑл Чӑваш академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ пулса тӑнӑ) тата 1932 ҫулта йӗркеленнӗ Чӑваш патшалӑх симфони оркестрӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне икӗ коллектив та республикӑра тата унӑн тулашӗнче палӑрнӑ. Хор Пӗтӗм Союзри хор олимпиадин лауреачӗ пулнӑ, Пӗтӗм Союзри радиофестивалӗн премине тивӗҫнӗ, Кремльте юрланӑ.
Филармонин пӗрремӗш директорӗ — Мускав консерваторийӗн выпускникӗ, сӗрме купӑсҫӑ тата музыковед Иосиф Люблин (1906–1938).
Хальхи филармонире ҫак коллективсем ӗҫлеҫҫӗ:
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 